Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.3 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Сӗнтӗрвӑрри районӗ

Персона
Иван Торин
Иван Торин

Ҫӗнӗ Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунӗ умӗн «Ҫӗнӗ Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни» ята панӑ. Ӑна кӑҫал Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче нимӗҫсемпе ҫапӑҫнӑ Иван Торин тивӗҫнӗ.

Иван Тимофеевич Сӗнтӗрвӑрри районӗнче 1925 ҫулта ҫуралнӑ. 1942 ҫулта ӑна Совет Ҫарне илнӗ. 1943 ҫулта вӑл Курск пӗккинче ҫапӑҫнӑ. Киева ирӗке кӑларнӑ чухне Иван Тимофеевич вӑйлӑ аманнӑ. 1945 ҫулта ӑна суранӗсене пула демобилизациленӗ.

Вӑрҫӑ пӗтсен вӑл Сӗнтӗрвӑрринчи вӑрман техникумӗнче ӑс пухнӑ. Унтан лесникре ӗҫленӗ. Каярахпа вӑрман хуҫалӑхӗн директорӗ пулнӑ.

1968 ҫулта парти путевкипе «Химпрома» ӗҫлеме килнӗ. Тивӗҫлӗ канӑва вӑл 70 ҫулта тухнӑ. Халӗ Иван Тимофеевич шкулта вӗренекенсемпе час-часах тӗл пулать, общество ӗҫне хастар хутшӑнать. Нумаях пулмасть ветеран 91 ҫул тултарнӑ.

 

Политика
Сӗнтӗрвӑррисем Устава ылмаштарассине сӳтсе явма пухӑннӑ
Сӗнтӗрвӑррисем Устава ылмаштарассине сӳтсе явма пухӑннӑ

Сӗнтӗрвӑрри районӗнче районӑн тӗп документне — Устава — улшӑну кӗртесшӗн. Ку ыйтӑва унта ӗнер, ҫурлан 11-мӗшӗнче, халӑхпа пухӑнса сӳтсе явнӑ. Пухӑва районти депутатсем, вӗрентӳ учрежденийӗсен пуҫлӑхӗсем, ял тата хула тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем пуҫтарӑннӑ.

Район администрацийӗн юридици службин пайӗн пуҫлӑхӗ Иван Кузьмин ӑнлантарнӑ тӑрӑх, Устава улшӑну кӗртес тени ку документа Раҫҫей тата Чӑваш Республикин саккунӗсемпе килӗштерсе тӑмалла йӗркелессипе ҫыхӑннӑ. Саккунӗсем вӗҫӗм улшӑнса тӑраҫҫӗ те, Устава та ҫӗнетме тивет.

Пӑхса хӑварнӑ улшӑнусенчен пӗри район администрацийӗн пуҫлӑхне пырса тивет. Тӗрӗсрех каласан, вӑл хӑйӗн полномочине пӑрахсан е ҫав ҫын ҫук вӑхӑтра ҫав тивӗҫе пурнӑҫлама вӑхатлӑха кама шанассине.

Устава улшӑну кӗртессине Депутатсен районти пухӑвӗн ҫитес ларӑвӗнче татса парӗҫ.

 

Культура
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Ҫутӑ ҫӑл» фольклор ушкӑнӗ
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Ҫутӑ ҫӑл» фольклор ушкӑнӗ

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Ҫутӑ ҫӑл» фольклор ушкӑнӗ Чӑваш Енри фермерсен республикӑри канашлӑвне хутшӑннӑ. Мероприяти ҫак эрнере Шӑмӑршӑ ялӗнче иртнӗ.

Сӗнтӗрвӑррисем пӗлтернӗ тӑрӑх, йыша ҫӑкӑр-тӑварпа, чӑваш сӑрипе, хӑна юррисемпех кӗтсе илнӗ. Аякран ҫитекенсене ҫапла хапӑллаканни — асӑннӑ тӑрӑхри «Ахаяс» фольклор ушкӑнӗ.

Хӑнасене вӑл тӑрӑхри паллӑ вырӑнсене илсе кайса кӑтартнӑ. Юрӑ-ташӑ ӑстисене Г.М. Егорова фермер хуҫалӑхӗ, сӑмахран, самай тӗлӗнтернӗ.

Шӑмӑршӑ тӑрӑхне ҫитнӗ-ҫитнех Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи культура ӗҫченӗсем вӑл енчисен культура пурнӑҫӗпе те паллашнӑ, вӗсен опычӗпе кӑсӑкланнӑ май унтисенчен мӗн вӗренме май килнине ӑша илме, асра хӑварма тӑрӑшнӑ. «Ҫӳрени харама каймарӗ», — теҫҫӗ «Ҫутӑ ҫӑл» фольклор ушкӑнӗн хастарӗсем.

 

Пӑтӑрмахсем

Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн культура тата социаллӑ аталану пайӗн пуҫлӑхӗ машина рулӗ умне ӳсӗрле ларнипе ҫул-йӗр инспекторӗсен куҫӗ тӗлне ҫакланнӑ. Хӗрарӑм-пуҫлӑх хӗрӗнкӗ пуҫпа урапана хускатса ҫула тухма хӑраманнине «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат хӑйӗн ҫӑлкуҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх ҫырнӑ.

Эрех сыпкаланӑ пуҫлӑха ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗ патне ҫул пӑрӑннӑ вырӑнта тытса чарнӑ пулать. Ку пӑтӑрмах чӑнахах та пулнине «Антидилер» юхӑмӑн регионти уйрӑмӗн ертӳҫине Альберт Ильина Шалти ӗҫсен министерствин Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗнче ҫирӗплетсе панӑ иккен.

Руль умне ӳсӗрле ларма хӑраман хӗрарӑм тӳре-шара ӗҫне мировой судсенчен пӗринче пӑхса тухса тивӗҫлӗ йышӑну тумалла.

 

Сывлӑх

Тухтӑрсем Чӑваш Енри ачасен куҫӗ ҫулсерен япӑхса пынине асӑрханӑ. Капла пӗтӗмлетӳ патне вӗсем ачасене иртнӗ ҫул профилактика тӗллевӗпе медосмотр кӑларнине тишкернӗ май ҫитсе тухнӑ.

Иртнӗ ҫул 231 пин ачана тӗрӗсленӗ. Вӗсен сывлӑхне куҫ курасси япӑхса пыни тата ҫурӑм шӑмми авӑнни самай сиен кӳрет. Шӑпах ҫак икӗ амакӗ тӗпрен илсен сиен кӳрет те.

Куҫ кураслӑх япӑхнин шайӗ Раҫҫейринчен пирӗн патра 1,5 хут пысӑкрах-мӗн. Шкула кайма тытӑннӑ хыҫҫӑн куҫ кураслӑх ҫулсерен чакса пырать. Ку пӑтӑрмах ача 15 ҫула ҫитичченех тӑсӑлса пырать.

Территорисене илсе чи ӑнӑҫсӑррисен йышне Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар, Канаш хулисем, Ҫӗрпӳ, Куславкка, Муркаш, Йӗпреҫ, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар, Красноармейски, Ҫӗмӗрле районӗсем лекнӗ.

 

Спорт

Утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнче Атӑл урлӑ ишсе каҫасси енӗпе ӑмӑрту иртӗ. Ӑна сумлӑ ентеше Андриян Николаев космонавта халаллӗҫ.

Ку ӑмӑрту вӑй-хал культурин кунӗ ячӗпе те иртӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, старт Атӑл леш енче пулӗ. Ишевҫӗсен финишӗ — Сӗнтӗрвӑрри хулинчи пляжра.

Ӑмӑртура ҫӑлавҫӑсем, васкавлӑ медпулӑшу пулӗҫ, тем пулас тӑк пулӑшӗҫ. Тупӑшӑва ятарласа хатӗрленнӗ спортсменсем хутшӑнӗҫ. Терапевт ишме ирӗк панӑ справка пулсан лайӑхрах. Ҫавӑн пекех вӗсен инҫе дистанцисене ишнӗ опыт та пулмалла.

Сӑмах май, Андриян Николаев космонавт Атӑла пӗрре мар ишсе каҫнӑ.

 

Республикӑра

Чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракассинче пысӑк инкек пулнӑранпа 55 ҫул ҫитет. Ҫав кун шкулти пушарта 110 ҫын вилнӗ. Кивӗ шкул вырӑнӗнче халӗ палӑк ларать. Унтах асӑну комплексӗ хута ярасшӑн.

Аркадий Гаврилов 1961 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче шкулта Октябрь революцийӗн уявӗпе концерт ирттерме палӑртнине лайӑх астӑвать. Вӑл ун чухне 6-мӗш класра вӗреннӗ. Концерт вӑхӑтӗнче физика учителӗ электродвигатель юсанӑ. Пушар хӑрушсӑрлӑхне пӑхӑнманран ҫулӑм тухнӑ, вӑл ачасем пуҫтарӑннӑ акт залне палкаса кӗнӗ.

Урама тухмашкӑн пӗр чӳрече ҫеҫ пулнӑ. Ыттисене партӑсемпе хупланӑ. Аслӑраххисем ҫӑлӑннӑ. 100 ытла ҫемье хурлӑх тӳснӗ. 7 ҫемье пачах ачасӑр тӑрса юлнӑ.

Истори учителӗ Полина Иванова инкек пирки кӗнеке ҫырнӑ. Халӗ ял халӑхӗ асӑну комплексӗ уҫасшӑн. Вӑл 12 миллион тенке кайса ларӗ. Укҫа-тенке пухма тытӑннӑ ӗнтӗ.

 

Культура

Республикӑри халӑх пултарулӑхӗн центрӗ тата Ҫӗрпӳ районӗнчи Чиркӳллӗ Ямаш ял тӑрӑхӗ тата вӑл тӑрӑхри «Ямаш» фольклор ансамблӗ Вӑрманкас Ямаш ялӗ ҫывӑхӗнче «Туслӑх кӑшӑлӗ» республикӑри фестиваль-конкурс ирттернӗ.

Унта Элӗк, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле, Тӑвай районӗсенчи 13 фольклор ушкӑнӗ пырса ҫитнӗ. Конкурса темиҫе номинаципе ирттернӗ. Чӑваш Ен историне чи лайӑх пӗлекенсем тесе «Сӗнтӗр», «Кунер» (Сӗнтӗрвӑрри районӗ), «Шурӑмпуҫ» (Комсомольски районӗ) ансамбльсене палӑртнӑ.

Хӑйсем пирки аван каласа кӑтартнипе «Сӗнтӗр» (Сӗнтӗрвӑрри районӗ), «Сурпан» (Тӑвай районӗ), «Еник» (Вӑрмар районӗ) тӗлӗнтернӗ.

Ытти номинацире те ҫӗнтерӳҫӗсене хавхалантарнӑ. Гран-при Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Сӗнтӗр» ансамбле лекнӗ.

 

Культура

Нумаях пулмасть, пӗрлехи информаци кунӗнче, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Кукашни ял тӑрӑхӗнче министерство ӗҫченӗсем, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх халӑхпа курнӑҫнӑ.

ЧР культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Яковлев Кукашние пушӑ алӑпа килмен. Вӑл кунти культура ҫуртне 460 пин те 260 тенкӗлӗх сертификат парнеленӗ. Ку укҫапа культура тытӑмне аталантарӗҫ.

Ку укҫапа Кукашни клубӗ валли ҫӗнӗ хатӗр-хӗтӗр туянӗҫ. Константин Геннадьевич правительство культура тытӑмне тимлӗх нумай уйӑрнине ҫирӗплетнӗ. Сӗнтӗрвӑрри районӗ хальхи пурнӑҫпа килӗшсе тӑракан кинозал туянмашкӑн 5 миллион тенкӗ тивӗҫнӗ ултӑ район йышне те кӗнӗ. Ҫитес вӑхӑтра Шуршӑлти А.Николаевӑн асӑну комплексне ҫӗнетӗҫ. Унта ҫӗнӗ курав залӗсем уҫӑлӗҫ.

 

Республикӑра

Сӗнтӗрвӑрри хулинче пурӑнакан пилӗк ҫынна сӑмакун юхтарса сутнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӗсен тӗлӗшпе следстви пырать.

Малтанах 49 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Следовательсем тишкернӗ хыҫҫӑн ку ӗҫе пӗрле пурӑнакан 40-ри хӗрарӑм та явӑҫнӑ тесе шухӑшланӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн 37-ри пӗлӗшӗ, унӑн 41 ҫулти упӑшки тата вӗсен 39 ҫулти пӗлӗшӗ ҫак ӗҫпе аппаланнӑ-мӗн.

Следстви версийӗ тӑрӑх, пӗрремӗш тытса чарнӑ арҫыннӑн килӗнче сӑмакун юхтарнӑ. Унта вара фенилэтанол пур. Кайран сӑмакуна ҫӳлерех асӑннӑ ытти ҫынсене салатнӑ. Лешсем вара сутнӑ.

Ҫурта ухтарнӑ чухне сӑмакун аппаратне, 550 литр сӑмакун тата пӑрака туртса илнӗ. Халӗ следстви малалла пырать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/34763
 

Страницӑсем: 1 ... 25, 26, 27, 28, 29, 30, 31, 32, 33, 34, [35], 36, 37, 38, 39, 40, 41, 42, 43, 44, 45, ... 65
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.07.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере япăх сунакансем ура хума пултарĕç, сирĕн тавра элек явăнас хăрушлăх та пур. Асăрханмалла, тимлĕхе çухатмалла мар. Ĕçре ытлашши нумай вăхăт ирттермелле мар. Чылай ĕç валли ăнăçлă вăхăт мар ку. Ĕç хыççăн çемье патне васкамалла, пĕченлĕхре пулмалла мар.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть